Красноармейски районӗ, — Чӑваш Енӗн ҫурҫӗр енче вырнаҫнӑ район. 1935 ҫулхи кӑрлачӑн 9-мӗшӗнче туса хунӑ. Ҫурҫӗр енче Шупашкар районӗпе, кӑнтӑрта Канашпа Вӑрнар районӗсемпе, хӗваланӑҫ енче Элӗкпе Муркаш районӗсемпе тата ҫӳрҫӗр-хӗвелтухӑҫ енче Ҫӗрпӳ районӗпе юнашар вырнаҫнӑ. Чӑваш Енре лаптӑкӗпе чи пӗчӗк район шутланать. Унӑн лаптӑкӗ 456,3 км2. Ҫӳрҫӗртен кӑнтӑралла 29 ҫухрӑма тӑсӑлать, хӗвеланӑҫ енчен хӗвелтухӑҫ енне — 28 ҫухрӑм. Район администрациӗ Шупашкартан 58 ҫухрӑмра Красноармейски ялӗнче вырнаҫнӑ. Ку ялӑн ӗлӗкхи ячӗ — Трак. Ҫавӑнпа та ку района тата Трак районӗ те теҫҫӗ.
Ҫурҫанталӑк
Халӑх
1999 ҫулта районта 18,5 пин ҫын пурӑннӑ. 1979 ҫулта — 22,3 пин, 1989 ҫулта — 19,7 пин. 98% чӑвашсем. Районта 89 ял вырнаҫнӑ. Чи пысӑккисем: Именкасси, Мӑн Шетмӗ, Упи, Алманч, Карай, Чатукасси.
Ҫул-йӗр
Культура
Районта 33 вӗрентӳ учреждениӗ вырнаҫнӑ. 2 ӳнер шкулӗ, 2 музей, 23 библиотека, 48 клуб пур.
Паллӑ ҫыннисем
- Абрамов Яков Абрамович, — Раҫҫейӗн 1 Патшалӑх Думин депутачӗ
- Алексеев Леонтий Алексеевич, — журналист.
- Андреев Филипп Андреевич, — ҫыравҫӑ, сӑвӑҫӑ.
- Архангельский Николай Александрович, — тӗн ҫынни, этнограф, краевед.
- Афанасьев Сергей Германович, — спортсмен.
- Васильев Владимир Васильевич, — Совет Союзӗн паттӑрӗ.
- Виръял Юрий Петрович, — сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.
- Владимиров Клементий Владимирович, — живописец.
- Егоров Николай Григорьевич, — живописец.
- Кириллов Тарас Кириллович, — сӑвӑҫӑ, публицист, куҫаруҫӑ.
- Лукин Филипп Миронович, — композитор.
- Мӗтри Ваҫлейӗ, — чӑваш сӑвӑҫи, прозаик.
- Нестерева Зоя Алексеевна, — ҫыравҫӑ.
- Николаев Георгий Николаевич, — текстиль художникӗ.
- Петров Вениамин Филиппович, — медицина ӑҫлӑлӑхӗсен тухтӑрӗ.
- Петров Виталий Егорович, — юрӑҫӑ.
- Петров Николай Петрович, — филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, академик.
- Романов Борис Александрович, — сӑвӑҫӑ.
- Саментер Юрий Семёнович, — сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ.
- Спасов Лука Семёнович, — политика ӗҫченӗ.
- Трофимов Прохор Трофимович, — прозаик.
- Фёдорова Раиса Фёдоровна, — актриса.
- Харитонов Владимир Егорович, — сӑвӑҫӑ, прозаик.
- Юмарт Геннадий Фёдорович, — сӑвӑҫӑ, куҫаруҫӑ, фольклор пухаканӗ.
- Юрьев Михаил Иванович, — сӑвӑҫӑ, литература критикӗ, журналист, куҫаруҫӑ.
- Юрьев Элли Михайлович, — живописец, график, дизайнер.
- Яковлев Василий Яковлевич, — журналист, кулӑшла ҫыравҫи, куҫӑруҫӑ.
- Яккусен Пётр Яковлевич, — сӑвӑҫӑ.
- Янкас Нестер Кириллович, — сӑвӑҫӑ, прозаик, куҫӑруҫӑ.